Tjournal.ru портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре шкулта ӑс пухакан ачасен вӗренӗвне тӗрӗслесе тӑмашкӑн ятарлӑ сарӑм шухӑшласа кӑларнӑ.
Сарӑма телефонри тӗнче тетелӗ лайӑх аталаннӑ регионсем валли хатӗрленӗ. Ӑна шухӑшласа кӑларакансем вӑл пӗчӗк хӑвӑртлӑхлӑ тӗнче тетелӗнче те ӗҫленине ӗнентереҫҫӗ.
Сарӑмра ачасем шкулта илнӗ паллӑсем, вӗсене киле парса янӑ ӗҫсем курӑнӗҫ. Шӑпӑрлан япӑх паллӑ илсен е урокра лармасан ашшӗ-амӑшӗн телефонӗ ҫине кун пирки хыпар килет.
Сарӑм пулӑшнипе вӗрентекенсемпе те ҫыхӑнма пулать. Унтах чӗрӗкшӗн мӗнле паллӑ тухма пултарассине те курма май пур. Ҫапла майпа ашшӗ-амӑшӗ ачине хӑш предметпа ытларах вӗрентмеллине ӑнланӗ.
Сарӑма авӑн уйӑхӗнче хута ярасшӑн.
Чӑваш халах сайчӗ аталанма пуҫланнӑранпа 11 ҫул та ҫитсе пырать. Хальхи вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫыракансем те сахал мар теме пулать, ҫавах та вӗсем ҫителӗксӗр. Нумай пулмасть эпир ятарлӑ ыйтӑм пуҫларӑмӑр — чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавсене палӑртас терӗмӗр. Тепӗр енчен ку вӑл пирӗн 11 ҫулхи ӗҫе те кӑтартса пама тивӗҫлӗ: ҫак вӑхӑт хушшинче чӑваш чӗлхине эпир интернета сарма пултартӑмӑр е ҫук. Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку тӗлӗшпе эпир кӑна мар, ыттисем те ӗҫлеҫҫӗ, ҫавах та пирӗн ку ӗҫре яваплӑх пысӑк пулнине палӑртас килетех.
Ыйтӑмсенче хальлӗхе ҫапларах сасӑланӑ:
Чӑваш халӑх сайчӗ. Кунта ӗнтӗ ытларах пайӗ чӑвашла ҫырма пултарать, ҫырать те. Пурӗ 19 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 15-ӗшӗ чӑвашла ҫырма чӑрмав ҫукки пирки пӗлтерчӗҫ. Тепӗр 4-ӑшӗ вара чӑвашла ҫырма сарӑм (халӑхра ӑна «шрифт ҫукки» теҫҫӗ) ҫуккине пула ҫырмасть.
«Пӗркласрисен» халӑх тетелӗнче (халӑхра — «Однокласники») пурӗ 141 ҫын хутшӑнчӗ. Кунта ытларах аслӑрах ҫулсенчи ҫынсем ларнӑран вӗсен чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавӗсем урӑхларах.
Тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче сӑнанӑ май ҫамрӑксем, чӑвашла пӗлеҫҫӗ пулин те, ытларах чухне вырӑсла ҫырни палӑрать. Унӑн сӑлтавне пӗлес тесе ыйтӑм ирттерес терӗмӗр — чӑвашла ҫырма мен чӑрмантарнине пӗлме. Чӑвашла пӗлменни-и, чӑвашла ҫырас килменни-и, чӑвашла ҫырма май ҫукки-и.
Ыйтӑма ытларах ҫынна хутшӑнтарас тӗллевпе ӑна тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче те уҫрӑмӑр: Фейсбукра, Контактра, Пӗркласрисенче. Пурне те хутшӑнма йыхравлатпӑр!
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем медицина организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлне хаклама пултарӗҫ. Ун валли тӗнче тетелӗнче анкета хатӗрленӗ. Ӑна тултарас тесен ҫак каҫӑпа куҫмалла: https://www.rosminzdrav.ru/polls/10-anketa-dlya-otsenki-kachestva-okazaniya-uslug-meditsinskimi-organizatsiyami-v-statsionarnyh-usloviyah?region_code=CU.
Анкетӑра тӳлевсӗр пулӑшу паракан пӗтӗм медицина учрежденийӗсене хаклама май пур. Тухтӑрсем пациентсемпе мӗнле хутшӑнаҫҫӗ? Кӳрентермеҫҫӗ-и? Шурӑ халатлисем медицина пулӑшӑвне тивӗҫлипех параҫҫӗ-и?
Анектӑра медицина учрежденийӗн ҫитменлӗхӗсене те кӑтартма пулать.
Тӗнче тетелӗнче ултавҫӑ нумай. Халӑх тетелӗнчи страницӑсене ҫӗмӗрсе кӗрекенсенчен мӗн чухлӗ ҫын шар курман пулӗ?
Канашра пурӑнакан пӗр ҫемье те ҫавсене пула укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 50 тата 53 ҫулти арӑмӗпе упӑшки полици уйрӑмне утӑн 15-мӗшӗнче ҫитнӗ. Хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче хӑйӗн «тусӗпе» ҫырӑннӑ. Лешӗ банк программи пулӑшнипе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ, анчах кун валли картта реквизичӗсем кирлӗ-мӗн.
Хӗрарӑм ултавҫӑ вӑлтине ҫакланнӑ – ҫӑмӑл укҫа пурне те илӗртет-ҫке. Хайхискер реквизитсене пӗлтернӗ. Хӑйӗнне кӑна мар – упӑшкинне те.
Каярахпа хӗрарӑм тусӗ патне шӑнкӑравланӑ та укҫа пирки ыйтнӑ. Ун чухне ҫеҫ вӑл ултавҫӑсемпе ҫырӑннине ӑнкарнӑ. Вӗсен картточки ҫинчен 4 тата 18 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Халӗ полицейскисем ултавҫӑ йӗрӗ ҫине ӳкессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче аудиофайл вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫакӑ саккунпа килӗшсе тӑман иккен. Хайхине экстремистла материал тесе хакланӑ. 24 ҫулти каччӑ ҫапла майпа вара прокуратура куҫӗ тӗлне лекнӗ. Унтисем ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ та ҫамрӑк тӗлӗшпе ӗҫе пӑхса тухма суда ярса панӑ.
24-ри каччӑ халӑх тетелӗнче юрӑхсӑр аудиофайл вырнаҫтарнине суд Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан кодексӗн 20.29-мӗш статйипе пӑхса тухса айӑпланӑ. Хӑйӗн страницинче кӑна пулин те, анчах пурте курмалла вырӑнта ун пек файл вырнаҫтарнӑшӑн ҫамрӑка 2 пин тенкӗлӗх штрафламалла тунӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Ростов хулинче пурӑнакан 30 ҫулти Александр Квасков программист цифрӑллӑ масар тӑвасшӑн.
Ҫав ҫын тӗнче тетелӗнчи ҫӑва виртуаллӑ пурнӑҫа ӗмӗрлӗхе упраса хӑварма май парасса шанать.
Программист шухӑшланӑ тӑрӑх, ку пулӑшупа усӑ курма хирӗҫ маррисем халех пур.
— Ҫынсем паян тӗнче тетелӗнче нумай вӑхӑт ирттереҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ те цифрӑлла контент ҫине куҫать, — палӑртнӑ вӑл шухӑшне.
Мал ӗмӗтлӗ хастар тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, цифрӑллӑ масарӑн малтанхи клиенчӗсем пурнӑҫра пысӑк йӗр хӑварнӑ ҫынсем пулас шанӑҫ пур. Халӑх тетелӗнче куллен постсем тата сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтаракансем те тӗнче тетелӗнчи масарта хӑйсен вырӑнне тупайӗҫ.
Виртуаллӑ ҫӑва ҫине лекме килӗшекенсен укҫа тӳлеме тивӗ. Ҫапах та ку шухӑш пурнӑҫа кӗресси пирки иккӗленекенсем те самай.
Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ конкурс пуҫарать — чӑвашларан вырӑсла куҫаракансен ӑмӑртӑвне. «Чӑваш тӑлмачӗ» конкурса куҫару ӑсталӑхне туптас тата аталантарас, чӑваш чӗлхин хисепне ӳстерес, Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗн калӑпӑшне анлӑлатас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ӑмӑрту ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пуҫланать те виҫӗ уйӑха тӑсӑлать. Ҫурлан 31-мӗшӗнче вӗҫленет. Конкурс Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗнче иртет. Хутшӑнакансен чӑвашла пуплевӗшсене (предложенисене) вырӑсла куҫармалла. Сертификат е пер-пӗр парне илме 50 пуплевӗшрен сахал мар куҫармалла. Кам ытларах куҫарать — ҫав мала тухать те. Ҫӗнтерӳҫӗсене куҫарнӑ сӑмах йышӗ тӑрӑх палӑртма тӗв тунӑ (пуплевӗшсем вӑрӑммисем те кӗскисем те пулнине шута илсе).
Мала тухнисене укҫан тата ытти парнесемпе хавхалантарма палӑртнӑ. Хальлӗхе шутласа хунӑ тӑрӑх 1-мӗш вырӑна тухнине 1500 тенкӗпе, иккӗмӗш вырӑна тухнине — 1000 тенкӗпе, виҫҫӗмӗшне — 500 тенкӗпе тивӗҫтерме планласа хунӑ. Ку — малтанлӑха палӑртни кӑна. Енчен те конкурс тивӗҫлӗ шайра иртсен, хутшӑнакансен йышӗ пысӑк пулсан, корпуса чӑвашла-вырӑсла куҫарусемпе пуянлатассин витӗмӗ вӑйлӑ пулсан парнесен калӑпӑшне те йышне те пысӑклатма та планланӑ.
Пачах та чарса лартмӗҫ-ха. Ун пек туни этем правине пӑсни пулать. Чарӑвӗ епле мобильлӗ приложенисем урлӑ шӑрҫалассипе ҫыхӑннӑ.
Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви тӳре-шарана тата ҫар ҫыннисене ют ҫӗршывра шухӑшласа кӑларнӑ приложенисем урлӑ ӗҫлӗ ҫырусем ҫырма чарасшӑн.
«КоммерсантЪ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, чару Google шырав тытӑмӗн пуштине тата WhatsApp, Viber, Skype, Telegram мессенджерсене (ку сӑмаха чӑвашла куҫарсан смс-ҫырусем хӑвӑрт ямалли программа тенине пӗлтерет) пырса тивет.
Енчен те тӳре-шарапа ҫар ҫыннисем ӗҫпе ҫыхӑнман ҫырусем ярасшӑн пулсан кирек епле ҫыхӑну мелӗпе те усӑ курайӗҫ.
Чару кӳрекен саккуна хальлӗхе йышӑнман-ха — ӑна хальлӗхе ҫине тӑрсах сӳтсе яваҫҫӗ.
«Контактра» халӑх тетелӗнче ачасем ӑсталанӑ чи лайӑх ӗҫе суйлаҫҫӗ. «Манӑн чӑваш сувенирӗ» конкурса Чӑваш Енри 150 ытла ача хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Халӑх тетелӗнче вӗсемшӗн сасӑлама пулать. Ҫак ссылкӑпа куҫмалла: https://vk.com/yasnatur?w=wall-113226386_71. Ачасене ӳсӗмне кура тӑватӑ категорие уйӑрнӑ: 7 ҫул тултарманнисем, 8-11 ҫултисем, 12-14 ҫултисем, 15-17 ҫултисем. Ҫапла ачасем хатӗрленӗ ӗҫсен тӑватӑ альбомне хатӗрленӗ.
Сасӑлава ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен 18 сехетчен иртет. Шкулта вӗренекен тата ача ҫурчӗсенче пурӑнакан шӑпӑрлансен хушшинче иртекен конкурс хӗллех пуҫланнӑ. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑннӑ.
Конкурса хутшӑнакансен «Ясна» этноэкологи комплексӗнче 20 процент йӳнӗрехпе канма май пур. Кашни ушкӑнра мала тухнисене тата тӗнче тетелӗнчи сасӑлавра ҫӗнтернисене хаклӑ парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |